Ӗнер «Каҫал ен» хаҫатӑн черетлӗ паллӑ кунӗ пулнӑ — унӑн 10000-мӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш номерӗ вара «Паянхи сас» ятпа 1931 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ. Пархатарлӑ ӗҫе пуҫарса яракансем — Василий Митта, Яков Зверев, Фёдор Румянцев. 1932 ҫулта вӑл «Октябрь ялавӗ» пулса тӑнӑ, 1997 ҫултанпа – «Каҫал ен». Каянхи кун хаҫат эрнере икӗ хутчен тухать.
Этемшӗн кӑна мар, пичет кӑларӑмӗшӗн те самай пысӑк тапхӑрта, 81 ҫул хушшинче, хаҫатра район аталанӑвӗн историйӗ номерсерен ҫырӑнса пынӑ. Вӑл кӑна-и? Очерксемпе тӗрленчӗксенче пин-пин ҫын шӑпи тӗрленнӗ. Ӗҫ паттӑрӗсемпе сумлӑ ҫынсен, хисеплӗ ватӑсен, вӗренӳпе спортра маттур ачасен сӑнӗсемпе те паллашма пултарнӑ, пултараҫҫӗ те вулакансем.
«Каҫал ен» хаҫат ӗҫченӗсене, вулакансене, редакцие ҫырса тӑракансене, почта ӗҫченӗсене 10 000-мӗш номер тухнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр.
Каҫалсене асилтеретпӗр: хальхи вӑхӑтра «Каҫал енӗн» ҫырӑнтару хакӗ — 199 тенкӗ те 80 пус.
Ярӑславри Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.
Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. Васан шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен Шӑмӑршӑри машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ.
Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем.
Ял ҫыннисемшӗн кашни магазин уҫӑлни хӑйне евӗр хаваслӑ уяв пулса тӑрать. Кафе хута кайни вара — тата та пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ҫак кунсенче Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Встреча» кафен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Райпо тытӑмӗн ҫӗнӗ обществӑлла апатлану точкине хута янӑ ҫӗре Чӗчкен ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Пуҫтарӑннисене чи малтанах район пуҫлӑхӗ, райпо совечӗн председателӗ Евгений Карпеев саламларӗ. Ҫак кафе ҫывӑхра пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, районшӑн та питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ, строительсене ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ тунӑшӑн тав турӗ. Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Лукиянов кафе хӑнасене кӗтсе илме яланах хатӗрри питӗ меллӗ пулнине, вӑл ял ҫыннисен культура шайне ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗ, ҫуралнӑ кунсене, юбилейсене, туйсене тата ытти уява кунта ирттерме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех райпо председателӗн ҫумӗ Людмила Сорокина, райпо совечӗн членӗ Василий Николаев ҫак кафене тӑвас ӗҫре вӑй хунисене чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, ҫакӑн евӗр учреждени таврара урӑх ҫуккине ҫирӗплетрӗҫ.
ЧӲК | 04 |
Ку вӑхӑтри пурнӑҫра массӑллӑ информаци хатӗрӗсем еплерех вырӑн йышӑннине пурте каламасӑрах пит лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗнчен хӑш кӗтесӗнче мӗн пулса иртнине самантрах пин-пин ҫын пӗлме пултарать. Хыпарсене халӑх патне хӑвӑрт тата тӗрӗс илсе ҫитерес тесе журналистсем кунне-ҫӗрне пӑхмасӑрах тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва та ҫак професси хӑй патне туртать. Ҫавӑнпах-та-и, тен, юпа уйӑхӗнче Хырхӗррри тӗп шкулӗнче «Журналист» кружок ӗҫлеме тытӑнсан унта ҫӳреме хаваспах кӑмӑл тӑвакансем пулчӗҫ. Кружока ҫӳрекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вӗрентекенсене тата пӗрле вӗренекен юлташӗсене хӑйсен пӗрремӗш хайлавӗсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗҫ те ӗнтӗ. Коридорта курӑмлӑ вырӑнта вырнаҫтарнӑ «Шкул хыпарӗсем» хаҫатра вӗсемпе вуласа паллашма май пулчӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ҫырнӑ хайлавсене сӑнкерчӗксем те илем кӳчӗҫ.
Кунпах ҫырлахса ларасшӑн мар-ха хырхӗррисем, ҫитес номер валли материал пухма тытӑннӑ та ӗнтӗ вӗсем. Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче ӑна та калӑпласа ҫитересшӗн. Хаҫатӑн пӗрремӗш номерне кӑларас ҫӗрте уйрӑмах Диана Ятмановапа София Никонова вӗренекенсен тӳпи пысӑк. Малашне те кружока ҫӳрекенсен ҫак ӗҫе хутшӑнас кӑмӑлӗ пысӑк.
Ҫутҫанталӑк илемне кашни ҫын хӑйне май курать. Пӗриншӗн ҫуллахи лӑпкӑ та илемлӗ уяр кун кӑн-кӑвак тӳпере пӗр пӗлӗт те курӑнман чух илемлӗ пек туйӑнать, теприне хӗлле йывӑҫсем ҫине шурӑ юр сапса илем кӳни чуна ӑшӑтать, хӑшне ҫуркунне тин ҫеҫ шӑтнӑ ешӗл симӗс курӑкпа илӗртет, кӗр кунӗсем те хӑйне май илемлӗ те илӗртӳллӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайнӑ ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансемпе парксенчи йывӑҫсем хӑйсен ылтӑн-мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Сап-сарӑ ылтӑн тӗслӗ хурӑнсем хушшинче хӗрлӗ кӗпеллӗ вӗренесем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах сип-симӗс чӑрӑшсемпе хырсем тӳпене кармашса лараҫҫӗ. Унта та кунта пилеш е палан тураттисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫырлисене халь-халь ӳкерессӗн йӑтса тӑраҫҫӗ.
Ытларах ҫынсем хуласенче пурӑннӑ май вӗсем ҫак илеме курса киленме те пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та ҫитес канмалли кунсене усӑллӑ ирттерес тӗллевпе вӗсем те ҫывӑхри скверсемпе парксене тухса ҫӗр тата тӗнче илемӗпе савӑнасса ӗненес килет.
Тин ҫеҫ тенӗ пек иртнӗ ҫуллахи кунсенче Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем валли ятарласа «Ҫу пики» ӑмӑрту ирттернӗччӗ. Юпан 14-мӗшӗнче вара ҫак ӳнер вучахӗнче ялти шкулта 7-9 классенче вӗренекенсем валли «Кӗр пики» ятлӑ конкурс иртрӗ. Ҫак тупӑшу пулассине ачасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ.
Чӑн малтан хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан Т.И. Бормотина хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хурав шырарӗҫ. Хыҫҫӑн хӗрупраҫсем пушӑ вӑхӑтра мӗн ӗҫ тума юратнине, е урӑхла каласа хӑйсен хобби ҫинчен каласа пачӗҫ. Юлашкин конкурссем — ташӑ ташласси тата кӗрхи модӑна сӑнласси.
Куракансем те ахаль ларса тӑмарӗҫ. Ертсе пыракан вӗсемпе тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗ. Унсӑрӑн шкул ачисем хӑйсен класӗнче вӗренекен конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ. Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ. Чи нумай балл пуҫтарса «Кӗр пики» ята тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Настя Ятманова тивӗҫрӗ.
Паян — пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак уява вӗрентекенсемпе пӗрле ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ирех шкулти коридора уяв ячӗпе кӑларнӑ стена хаҫачӗсем илем кӳчӗҫ, вӗсемпе чылайӑшӗ кӑткӑсланчӗҫ. Уроксене паян «ҫӗнӗ вӗрентекенсем» — аслӑ классенче вӗренекенсем — ирттерчӗҫ. Каярахпа культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв концерчӗ пулчӗ. Ӑна шкул ачисемпе культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем лартса пачӗҫ. Ҫак кунах Комсомольски салинче савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртрӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн районти вӗрентекенсене тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ, вӗсемпе пӗрле пилӗк вӗрентекене республикӑри Газпром пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ К.С.Мифтахутдинов укҫан преми парса хавхалантарчӗ.
Кӑшт каярах Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗсем кӳршӗ Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳл тӗп шкулӗнчи ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Малашне те ӗҫлӗ ҫыхӑну тытса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ. Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль.
Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.
Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
Комсомольски районӗнчи ял хуҫалӑх пайӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн халӑхран сет туянакансем килӗшсе татӑлнӑ пек ӗҫлеменнине палӑртнӑ. Авӑнӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрӗ таварпа ӗҫлекен предприятисем пӗр литршӑн 13 тенкӗ параҫҫӗ пулсан халӑхран 2 тенкӗ йӳнерехпе ҫеҫ туянма юрать.
Шел те, ку апла мар. Чи сахал тӳлекенсем — Урмай ял тӑрӑхӗнче, кунта литршӑн 7 тенкӗ ҫеҫ параҫҫӗ. Ытларах чухне 9.00-9.50 тенкӗпе туянаҫҫӗ, Асанкасси тӑрӑхӗнче ҫеҫ 11 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Каласа хӑварас пулать, районти ялсенче халӑхӑн пурӗ 3412 ӗне пур. Ку вӑл ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсен хуҫалӑхрисенчен 1,6 хут ытларах. Ылташши сӗте, паллах, халӑхӑн сутма тивет — урӑхла ял халӑхӗ укҫа епле ӗҫлесе илтӗр-ха? Ҫавӑнпа та район администрацийӗ сӗте йӳн хакпа туянакансемпе калаҫу ирттерме палӑртнӑ.
АВН | 10 |
Комсомольски тӑрӑхри вӑрмансем мӗн авалтан кӑмпа-ҫырларан пуян пулнӑ. Сӑмахран, ҫывӑхри хура вӑрмана ял-йышсем юр кайса пӗтнӗ-пӗтмен кӑтра кӑмпа шырама васканӑ. Темиҫе хутчен вӗретсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫак пит илемлех те мар кӑмпа питех те тутлӑ ҫимӗҫ пулса тӑрать. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗсенче кашниех витре, е урӑх савӑт-сапа йӑтса ҫырлана васканӑ. Чӑн малтан хурӑн ҫырли, каярахпа хура ҫырла, унтан вара хӑмла ҫырли, пӗрлӗхен илӗртнӗ ҫынсене вӑрманта. Кӗркунне вара палан, пилеш е кӗтмел таҫтанах йӑм хӗрлӗ тӗсӗпе ҫулӑм евӗр ҫунса хӑйсем патнелле чӗннӗ. Халӗ те вырӑн-вырӑнпа тупма пулать-ха асӑннӑ ҫырласене. Анчах та вӗсен лаптӑкӗсем унчченхинчен сайрарах тӗл пулаҫҫӗ, тата пысӑках та мар. Уйрӑмах иртнӗ ҫулласенчи типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк вӑйлӑ сиен кӳчӗ вӑрмансене.
Ҫырла лаптӑкӗсем чакаҫҫӗ пулин те кӑмпасем вӑрманта аванах тӗл пулаҫҫӗ-ха. Кӑҫал уйрӑмах ӑнса пулать ҫак ҫимӗҫ. Хальхи вӑхӑтра тин ҫеҫ шӑтса ӳсекен хура кӑрӑҫсемпе хыр кӑмписем, тӗрлӗ тӗслӗ шлепкеллӗ майра кӑмписем (вӗсене тата яка кӑмпа теҫҫӗ), хулӑн шлепкисене аран йӑтса ларакан ӑвӑспа хурӑн кӑмписем, кӑчӑр кӑна масла кӑмписем, тап-таса та пӗр ҫӳп-ҫапсӑр пӑрҫа икерчи, е вӑлах калиме кӑмпи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |